| 9426 | Пуянӑн ӗне пӑхӗ ҫинче те ҫу пур теҫҫӗ. | Пуянлӑх — Чуханлӑх |
| 9427 | Пуянӑн ӗҫки хыҫҫӑн ҫӳресе юрлӑн ҫӑпати ҫӗтӗлнӗ. | Пуянлӑх — Чуханлӑх |
| 9428 | Пуянӑн йытти те тилӗ тытать, кушакӗ те мулкач тытать тенӗ. | Пуянлӑх — Чуханлӑх |
| 9429 | Пуянӑн кӑмака ҫамки ҫинче те тырӑ пулать. | Пуянлӑх — Чуханлӑх |
| 9430 | Пуянӑн кӗпи шурӑ та, чунӗ хура. | Пуянлӑх — Чуханлӑх |
| 9431 | Пуянӑн куҫ выҫӑ тенӗ. | Пуянлӑх — Чуханлӑх |
| 9432 | Пуянӑн кутӑн кӗрет. | Пуянлӑх — Чуханлӑх |
| 9433 | Пуянӑн кушакӗ те кайӑк тытать теҫҫӗ. | Пуянлӑх — Чуханлӑх |
| 6089 | Пуянӑн кушакӗ те куян тытать. | Пуянлӑх — Чуханлӑх |
| 5459 | Пуянӑн кушакӗ те тилӗ тытать. | Пуянлӑх — Чуханлӑх |
| 9434 | Пуянӑн кушакки те ҫӑмарта тӑвать теҫҫӗ. | Пуянлӑх — Чуханлӑх |
| 9435 | Пуянӑн пин шухӑш, чухӑнӑн пӗр шухӑш. | Пуянлӑх — Чуханлӑх |
| 9436 | Пуянӑн тӳшекки йӗплӗ. | Пуянлӑх — Чуханлӑх |
| 9437 | Пуянӑн хырӑмӗ тӑранмасть. | Пуянлӑх — Чуханлӑх |
| 9438 | Пуянӑн шухӑш пысӑк. | Пуянлӑх — Чуханлӑх |
| 9439 | Пуянлӑхӑм пур, ҫукӑм ҫитмест. | Пуянлӑх — Чуханлӑх |
| 9440 | Пуянпа ан харкаш, айванпа ан айкаш теҫҫӗ. | Пуянлӑх — Чуханлӑх |
| 9441 | Пуянсен — Мӑнкун ҫине Мӑнкун, чухӑнсен — юнкун ҫине юнкун. | Пуянлӑх — Чуханлӑх |
| 9442 | Пуянтан ыйтиччен ырӑ ҫынтан ыйтма хушнӑ. | Пуянлӑх — Чуханлӑх |
| 9443 | Пуяс тенипе пуйма ҫук. | Пуянлӑх — Чуханлӑх |
| 9444 | Пыл тесе пӳрне чикме хушман, мул тесе пуҫа яма хушман. | Пуянлӑх — Чуханлӑх |
| 9445 | Сӗм ҫук ҫыннӑн та вилсессӗн ним юлмасан катӑк пурттипе катӑк ҫӗҫҫи юлнӑ тет. | Пуянлӑх — Чуханлӑх |
| 9446 | Сӗтел ҫинче полсассӑн ҫичӗ йот та тӑвӑн-пӗтен, тотар та тос. | Пуянлӑх — Чуханлӑх |
| 9447 | Сыв пул та пур пул, пуртан ҫука ан юл. | Пуянлӑх — Чуханлӑх |
| 9448 | Ҫӗр улпучӗ ҫӳхеличчен ҫӗр ӗҫлекен ҫӗре кӗрӗ. | Пуянлӑх — Чуханлӑх |
| 9449 | Ҫӗрӗк кӗрӗк йытӑ вӗрнипе те ҫӗтӗлет. | Пуянлӑх — Чуханлӑх |
| 9450 | Ҫӗрӗк те пулин ҫӗр тенкӗлӗх. | Пуянлӑх — Чуханлӑх |
| 9452 | Ҫӗрме пуян та ик ӗмӗр пурнаймасть. | Пуянлӑх — Чуханлӑх |
| 9453 | Ҫӗрме пуяна ҫӗр усалӗ пулӑшать теҫҫӗ. | Пуянлӑх — Чуханлӑх |
| 9451 | Ҫӗрме пӳян патне шуйттан мул туртать тет. | Пуянлӑх — Чуханлӑх |
| 9454 | Ҫӗтӗкӗн — пыйти, усалӑн — чӗлхи. | Пуянлӑх — Чуханлӑх |
| 9455 | Ҫитмен ҫичӗ куна ҫитнӗ. | Пуянлӑх — Чуханлӑх |
| 9456 | Ҫичӗ кин кӳртекен пуйса кайнӑ, ҫичӗ хӗр паракан ҫука юлнӑ. | Пуянлӑх — Чуханлӑх |
| 9457 | Ҫок — ӗмӗрлӗх, пор — хӑналӑх. | Пуянлӑх — Чуханлӑх |
| 9458 | Ҫок ҫын хӑтана кайсан чӑн малтан кӗрекене «ҫок» ларать тет. | Пуянлӑх — Чуханлӑх |
| 9459 | Ҫок ҫынпа поян ҫын тос полаймӗҫ тенӗ. | Пуянлӑх — Чуханлӑх |
| 9461 | Ҫокӑн ҫӗрӗ хытӑ. | Пуянлӑх — Чуханлӑх |
| 9460 | Ҫокӑн тирӗ ҫорхах, поянӑн тирӗ мӑкӑр тир. | Пуянлӑх — Чуханлӑх |
| 9463 | Ҫук — ӗмӗрлӗх, пур — ларма килнӗ хӑна. | Пуянлӑх — Чуханлӑх |
| 9462 | Ҫук вӑрҫтаратъ, пур култарать. | Пуянлӑх — Чуханлӑх |
| 9464 | Ҫук пуян ҫука юлать теҫҫӗ. | Пуянлӑх — Чуханлӑх |
| 9465 | Ҫук ҫӗрпе тан, пур пӗлӗтпе тан. | Пуянлӑх — Чуханлӑх |
| 9466 | Ҫук ҫурмалла, пур пӗрле. | Пуянлӑх — Чуханлӑх |
| 9467 | Ҫук ҫын авлансан ҫӗр кӗске. | Пуянлӑх — Чуханлӑх |
| 9468 | Ҫук ҫын ӗмӗтне ӗне чӑмланӑ. | Пуянлӑх — Чуханлӑх |
| 9469 | Ҫук ҫын куҫҫульне хӗвел те типӗтсе ӗлкӗреймест. | Пуянлӑх — Чуханлӑх |
| 9470 | Ҫук ҫын мухтанма ҫӑмӑл пулать. | Пуянлӑх — Чуханлӑх |
| 9471 | Ҫук ҫын патне шӑши те хӑнана ҫӳремест. | Пуянлӑх — Чуханлӑх |
| 9472 | Ҫук ҫын ҫуклӑхне пуян айӑплӑ мар. | Пуянлӑх — Чуханлӑх |
| 9473 | Ҫук ҫын ҫула тухсан ҫил-тӑман тухнӑ. | Пуянлӑх — Чуханлӑх |